Чӑваш чӗлхи
mir24.tv сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев тӑван чӗлхене вӗрентни йӑла-йӗркене упраса хӑварма пулӑшать тесе шухӑшлать. Олег Николаев наци чӗлхисене упраса хӑварас ӗҫе малалла тӑсма хатӗр. Ҫакӑн ҫинчен ТАСС пӗлтерет. «Чӗлхене упраса хӑварма тата аталантарма тӗллевлӗ мероприятисем ирттерни питӗ пӗлтерӗшлӗ. Йӑлана кӗнӗ хаклавсене, культурӑна, йӑла-йӗркене упраса хӑвармалла. Ҫапла майпа ҫынсен тӑван чӗлхене, чӑваш чӗлхине, тутар чӗлхине, мордва чӗлхине вӗренес килтӗи. Чӑваш Республикинче ҫак национальноҫсем самай йышлӑ», — ҫак шухӑша палӑртнӑ Олег Николаев. «Пирӗн республика нумай нациллӗ. Республикӑра чӑвашсем — 60 ытла процент. Ку вӑл самай пысӑк процент», — тенӗ Олег Николаев. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
Тинех-тинех-тинех! Яндекс.Переводчикра (чӑв. Яндекс.Тӑлмач) паянтан, 2020-мӗш ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен, чӑвашларан куҫаракан тытӑма ӗҫлеттерсе янӑ. Чӑвашларан вырӑсла ҫеҫ мар, чӑвашла-тутарла та, чӑвашла-акӑлчанла та, чӑвашла-пӑлхарла та (пӗр сӑмахпа каласан, пур чӗлхепе те) куҫарать вӑл. Яндекс.Тӑлмач ӗҫлесе кайнинче Чӑваш чӗлхе лабораторийӗн тӳпи пысӑккине кӑмӑлтан палӑртатпӑр. Аса илтерер: иртнӗ ҫулхи раштав вӗҫӗнче чӑваш чунӗллӗ энтузиастсем ҫине тӑнипе тӗнче тетелӗнче машина куҫарӑвне ӗҫлеттерсе янӑччӗ. Вӑл http://translate.chv.su/ сайтра вырнаҫнӑ. «Яндекс.Тӑлмача эпир 250 пин чӑвашла-вырӑсла пуплевӗшсен мӑшӑрне хатӗрлесе парса. Унтанпа пирӗн пухмач тата та ӳсрӗ. Пирӗн корпусра халь — 270 пин мӑшӑр. Ҫапла май куҫаруҫӑ пахалӑхне тата та лайӑхлатма майсем пур», — тет Чӑваш халӑх сайчӗн редакторӗ Николай Плотников, Чӑваш чӗлхи лабораторийӗн ӗҫне йӗркелекенӗ. Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ хатӗрлекен «Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫипе» ӗҫлекенсен йышӗ пӗчӗкех мар. Николай Плотниковсӑр пуҫне Чӑваш Енре ҫуралнӑ Александр Антонова — чӑвашла тата вырӑсла текстсене мӑшӑрлакана — асӑнма пулать (вӑл «Яндексри» шырав пайӗн ӗҫченӗ), ҫавӑн пекех сканерланӑ хыҫҫӑн чӑваш тексчӗсене тӳрлетсе пулӑшакансене Светлана Трофимовӑна, Алина Ивановӑна, Эрбина Портновӑна, Оксана Антоновӑна тата ыттисене палӑртмалла. |
Чӑваш чӗлхи
«Тӑлӑх Тилӗ» мультфильма чӑвашла куҫарнӑ. Кун пирки тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринчи («Контактра» )«Янра, чӑваш чӗлхи! Звучи, чувашский язык!» пабликра пӗлтернӗ. Мультфильмӑн виҫӗ верси иккен: титрсӑр, чӑвашла титрсемпе, вырӑсла титрсемпе. Куҫараканнисем – Александр Степанов («Хавал» чӑвашсен пуҫару ушкӑнӗн ертӳҫи), Елена Кудрявцева, Эрбина Портнова. Редакторӗ – Юрий Виноградов. Вулаканӗсем – Иван Иванов, Валентина Иванова (иккӗшӗ те Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче ӗҫлеҫҫӗ), Александр Степанов. Техника енчен Василий Харитонов пулӑшнӑ. «Янра, чӑваш чӗлхи! Звучи, чувашский язык!» паблика «Хавал» ушкӑн уҫнӑ. «Тӑлӑх тилӗ» мультфильма чӑвашла куҫарни ҫинчен унта паян пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
««Ч» саспаллие халалланӑ Чӑваш пичет кунӗнче йӗркелӳҫӗсем сценари ҫырнӑ чух «ч» саспаллирен пуҫланакан сӑмахсен йышне «Чебурашка», «чебуреки», А.Московскин «Чу-ча-чи» таранах кӗртнӗ, «чӑваш» сӑмаха вара темшӗн маннӑ, те ӑнсӑртран, те юри», — тесе ҫырнӑ Тутарстанри «Сувар» чӑваш хаҫатӗнче. Унта сӑмах кӑрлачӑн 18-мӗшӗнче Шупашкарта Пичет кунне уявлани пирки пырать. Уява хутшӑннӑ Ирина Кузьмина палӑртнӑ тӑрӑх, «Чӑваш Еншӗн чӑвашсем, ҫаплах чӑваш журналистики те, ытти регионсенче ҫуккине тахҫанах хӑнӑхнӑ-ха эпир, ҫавӑнпа республика тулашӗнчи чӑваш кӑларӑмӗсем ҫинчен сӑмахпа аса илессе» вӗсем кӗтмен те. Чӑвашла калаҫманни пирки те ҫырнӑ «Сувар». Уявра, чӑн та, Чӑваш Республикин Журналистсен союзӗн председателӗ Валерий Комиссаровсӑр пуҫне пӗр ҫын та сцена ҫинче чӑвашла сӑмах каламарӗ. Тутарстанран килнӗ йӑхташӑмӑрсем шухӑшланӑ тӑрӑх, «калӑн, чӑваш чӗлхи патшалӑх чӗлхи те мар кунта». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
Шāматкун, кāрлач уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, Чӑваш ачисен клубӗ (вӑл Шупашкарта ӗҫлет) тӑван чӗлхене вēренес шухашлā шӑпӑрлансене хӑй патӗнче пуҫтарӗ. «Ҫыннӑн пӗр анне. Тӑван чӗлхе те пӗрре. Ӑна упрасси – пирӗн тивӗҫ. Чӗлхе чечекленесси пӗтӗмпех хамāртан килет. Атте-анне чӗлхи – пирӗн тӑван чӗлхе. Тӑван чӗлхе – халӑх чунӗ», — тесе ҫырнӑ «Аталану» ассоциаци «Контактра» халӑх ушкӑнӗнче. Заняти Шупашкарти Ленин проспектēнчи 15-мӗш ҫyртра, Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнчи 212-мēш пулēмēнче иртӗ. Унта икӗ ӳсӗмри ачасене йыхравлаҫҫӗ. Шкул ҫулне ҫитмен ачасен ушкāнēн занятийӗ 12 сехетре, аслā ушкāнāн вара 13 сехетре пуҫланē. Тӗплӗнрех ыйтса пӗлмелли телефон номерӗсене те кӑтартнӑ: 89051987795 тата 89603030880. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
Кӑрлачӑн 23-мӗшӗнче Муркаш районӗнчи Калайкасси шкулӗнче чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсен муниципалитет шайӗнчи VIII-мӗш фестиваль-конкурс иртӗ. Асӑннӑ шкулта пӗлтернӗ тӑрӑх, фестиваль-конкурс секцийӗсем ҫаплисем пулӗҫ: «Чӑваш чӗлхи вӑрттӑнлӑхӗ» — чӑваш чӗлхи урокӗсен конкурсӗ; «Тӑван сӑмахлӑх пуянлӑхӗ» — чӑваш литература урокӗсен конкурсӗ. Конкурс пӗлтерӗшне ӑна йӗркелекенсем «пӗтӗмӗшле тӗп, вӑтам пӗлӳ паракан вӗренӳ организацийӗсенчи чӑваш чӗлхипе литература учителӗсен пултарулӑхне аталанма пулӑшмалли, вӗсен опытне сармалли мел» тесе хаклаҫҫӗ. Тӗллевне вара «чӑваш чӗлхипе литература урокӗсен пахалӑхне ӳстерессинче» кураҫҫӗ. Фестиваль-конкурс 9 сехетре пуҫланӗ. Чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсен фестиваль-конкурсне Муркаш район администрацийӗн вӗрентӳ, ҫамрӑксен политикин, физкультурӑпа спорт пайӗ йӗркелет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
Ара Мишши сӑмах каланӑ самант. «ПравдаПФО» тунӑ сӑн Нумай пулмасть Шупашкар администрацийӗн урам ячӗсене парас тата асӑну хӑмисем вырнаҫтарас енӗпе ӗҫлекен ятарлӑ комисси пухӑннӑ. Унта тӗп хуламӑрти пӗр-пӗр урама Хӗветӗр Уяр ятне парас ыйтӑва ҫӗкленӗ. «ПравдаПФО» интернет-кӑларӑм пӗлтернӗ тӑрӑх ку тӗлӗшпе Ара Мишши (Михаил Краснов) сӑмах тухса каланӑ. Хӑйӗн сӑмахӗнче вӑл урам ятне «Фёдор Уяр урамӗ» теме сӗннӗ. Унӑн шухӑшӗпе имӗш, «Хӗветӗр Уяр урамӗ» тесе ҫырас пулсан чӑваш чӗлхинчи кӑткӑс саспаллийӗсемпе усӑ курма тивӗ. Ахӑртнех, Ара Мишши «ӗ» саспаллишӗн пӑшӑрханнӑ. «Хӗветӗр тесе ҫырас пулсан, чӑвашла транскрипцире питӗ кӑткӑс чӑваш саспаллисемпе усӑ курма тивӗ» («Если писать Хведер, то в чувашской транскрипции придется использовать очень сложные буквы»), — илсе кӑтартать Профессиллӗ ҫыравҫӑсен пӗрлӗхӗн элчи пулса пынӑ Михаил Николаевичӑн сӑмахӗсене «ПравдаПФО» кӑларӑм. «Чӑваш халӑх сайчӗшӗн» питӗ интереслӗ: «Й» тӑррине мӑйрака (бревис) лартассипе «Ӗ» тӑррине ҫавнашкалах мӑйрака лартасси хушшинче мӗн йывӑрлӑхӗ пур-ши? Профессиллӗ ҫыравҫӑсен пӗрлӗхӗнче чӑн та вара чӑваш саспаллисенчен хӑраҫҫӗ-ши? Е ку Ара Мишши шухӑшӗ кӑна-и? Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫинчи чӑвашла-вырӑсла мӑшӑрсен йышӗ 250 пинрен иртрӗ. Ҫапла май, 1 миллион пухма тӗллев лартнӑ ӗҫе эпир 25% таран ҫитертӗмӗр темелле. Чӗрӗкӗ пур. Кӑҫалхи ҫулталӑк вӗҫӗччен ӑна сахалран та 50% таран та ҫитересшӗн. Сӑмах май, иртнӗ уйӑхра, раштавра, эпир малтанхи хамӑр рекорда ҫӗнетме пултартӑмӑр — уйӑх хушшинче 43,3 пин мӑшӑр кӗртрӗмӗр. Шел те ку уйӑхра рекорда ҫӗнетме йывӑртарах пулать пулӗ — сӑлтавӗ вара хальхи вӑхӑтра ӗҫлекен кӗнекесенче. Чӑвашлипе вырӑсла текстсем самай уйрӑлса тӑнине пула ҫӗнӗ мӑшӑрсем кӗртессин хӑвӑртлӑхӗ пирӗн чакрӗ. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 12 пин патнелле ҫеҫ кӗртейрӗмӗр. Ҫавах та ку уйӑхра эпир хӑй тӗллӗн ӗҫлекен куҫаруҫӑна лайӑхлатма пултартӑмӑр. Нумай пулмасть вырӑсла-чӑвашла куҫаракан моделе 26.76 BLEU таран ҫитертӗмӗр (аса илтеретпӗр, акӑлчанла-вырӑсла мӑшӑрсенче Google-па Яндексӑн ку кӑтарту 35 BLEU патнелле). Ҫавна май пирӗн куҫаруҫӑ халь аванран куҫарма пуҫларӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
«Стратегия России» журналта чӑваш чӗлхи пирки анлӑ статья пичетленнӗ. «Единство во имя России» (чӑв. Раҫҫей ячӗпе пӗрлешни) фонд кӑларса тӑракан журналти статья авторӗ — Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн аслӑ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ Александр Кузнецов. «Чувашский язык сегодня» материалта Александр Кузнецов ҫырнӑ тӑрӑх, «чӑваш чӗлхи хальхи вӑхӑтра ҫӑмӑл мар вӑхӑт тӳссе ирттеререт. Ку вӑл, Раҫҫейӗн нумай регионӗнче вырнаҫнӑ вырӑс мар мӗнпур халӑхах пырса тивет пулӗ». Компьютер саманинче чӑвашла терминсемпе сахал усӑ курнине те палӑртнӑ. «Компьютера включать ту», «Домашни страницӑна уҫ», «Последни документы ҫине пус», «Личнӑй даннӑйне удалить ту» тата ытти ҫавӑн йышши сӑмах ҫаврӑнӑшӗсемпе усӑ курнине те асӑнса хӑварнӑ. Чӑваш чӗлхине сарас тӗлӗшпе вӗренӳ тата ӳнер сумлӑ витӗм кӳме пултарнине палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
Комсомольски районӗнчи Ҫӗнӗ Мӑрат шкулӗнчи «Ҫӗнӗ хум» пресс-центр «Морошка» юмаха чӑвашлатнӑ. Ҫӗнӗ Мӑратри шкул ачисен юхӑмӗ «Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, «Ҫӗнӗ хум» прессцентр пушӑ вӑхӑта усӑллӑ ирттерме тӑрӑшать. Уйӑхсерен вӑл шкул хаҫатне кӑларать, фоторепортажсем хатӗрлет, маларах эпир асӑннӑ ушкӑна ертсе пырать, тӗрлӗ видеоролик хайлать, «Култаракан арча» видеожурнала ертсе пырать, район хаҫатӗнче те пичетленсех тӑрать. Ҫамрӑк журналистсем тепӗр енлӗ ӗҫпе те аппаланса пӑхас шухӑш тытнӑ иккен. Иртнӗ уйӑхра вӗсем кружокра мультфильмсене чӑвашлатас ӗҫпе ҫине тӑнӑ. «Ку шухӑш унчченех пулнӑ, анчах ал ҫитмен», — пӗлтернӗ Ҫӗнӗ Мӑратри шкул ачисен юхӑмӗ. Ачасем чӑвашлатнӑ «Морошка» юмахра Денис Павлов репертуарӗнчи «Туссем» юрӑ янӑрать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |